Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хура чӗкеҫ

Хура Чӗкеҫӗме
Драмӑра пӗртен-пӗр вылякан - ЧӖКЕҪ


Пӗр енчен пӑхсан, йывӑҫ пӳртри пек* пӳрчӗ чаплӑ та мар, начар та марскер пек. Тепӗр енчен пӑхсан вара, пачах та таҫти темле хупӑлӑхра, шалта мар пек, пачах та урӑхла - тулта пек, уҫлӑхра пек, ҫутҫанталӑкӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр талккӑшӗсенче. Ҫавӑн пек вырӑн - хупӑлӑхпа уҫӑлӑх, вӗҫсӗрлӗхпе чикӗсемпе хупланнӑ хӗсӗклӗх тӗл пулса пӗрлешнӗ вырӑн – тен, масар-тӑр, ҫӑва-тӑр.
Ҫӗрле, тӗттӗм.
Тулта тӳлек каҫ.
Масар ҫинчи пӗчӗк ҫӑва пӳрчӗ. Шӑп.
Сӗмлӗхре пӗр-икӗ чӳрече палӑрать.
Пӗрин умӗнче, сӗтел ҫине ӳпӗнсе-тӑр, ҫын тӗлӗрсе ларни тӗшмӗрӗлет.
Такам, сехрене хӑпартса, чӳрече кантӑкне сӑрмалать - е сӑрмаланӑн туйӑнать кӑна-ши.
Шӑплӑх.
Каллех сӑрмалать такам кантӑка.
Ҫын илтмест, ҫывӑрнипех.
Кантӑк хыҫӗнчи такам, сӑрмаланипе ҫырлахмасӑр, чӳрече кантӑкне пӗр-икӗ хут хуллен шаккаса, е, тӗрӗсрех, таккаса илет.
Такканине илтсе, сӗтел ҫине ӳпӗнсе ҫывӑраканскер сасартӑках туртӑнса вӑранса каять. Вӑл вӑраннипеле пӗрле сценӑн ҫак кӗтесӗ те темле асамлӑрах, кӗтрет ҫути евӗр ҫутӑпа ҫуталать. Сценӑн ытти кӗтесӗсем тӗттӗмлӗхе путнипех.
Ҫын тӑрса тӳрленет, чӳрече кантӑкне ик еннелле яри уҫса ярать.

ЧӖКЕҪ (тулалла тинкерет, савӑнса). Эсӗ-и?.. Килтӗн-и?.. Ну, килех, кил... (Пытарӑнчӑк шанӑҫпа ҫуталса.) Ӑнсӑртран ывӑлӑма курмарӑн пулӗ те ҫулта-йӗрте?..
Тинех куратпӑр драма геройне - ҫӳллӗ, ҫирӗп карчӑк ку. Хыткан питлӗ, типшӗмскер. Майӗпен, уҫӑмсӑррӑн мӑкӑртата-мӑкӑртата, ҫиелти шупӑрне хывса ҫакать; яра куна ӗшеннӗскер, шупӑрӗпех тӗлӗрсе кайнӑ пулнӑ иккен вӑл* тутӑрне салтать - ҫӳҫӗсем карчӑкӑн шап-шурӑ. Каллех тепӗр хушӑ чӳрече витӗр тулалла, тӗттӗмлӗхе чӗмсӗррӗн, шухӑшлӑн тинкерет.
ЧӖКЕҪ (тулти такама). Килтӗн пулсан, ирт ӗнтӗ... Куртӑн-и, курмарӑн-и, ирт... Эпӗ ахаль кӑна ыйтрӑм, курас килнӗрен... Калаҫӑпӑр санпа чуна уҫса... Ҫулу вӑрӑм, тен, курӑн та-и пӗр-пӗр кун... (Ӑшшӑн кулса.) Юрӗ ара, юрӗ-ҫке, кӗрессӳ килмест пулсассӑн, кӗмесен те ара... (Тулалла.) Хӑвӑн яланхи пилеш туратти ҫине ларӑн-и ӗнтӗ?.. Эй чӗкеҫ, чӗкеҫ!.. Пӗчӗкҫеҫ хура чӗкеҫ!.. Пӗчӗкҫӗ чун!.. (Асилсе.) Эп хам та, сан пекех, пӗчӗкҫӗ хура чӗкеҫчӗ тахҫан. (Малалла асилет, ҫуталса.) Хули те пӗчӗкскер кӑначчӗ пирӗн. Атте-аннен кил-ҫурчӗ те пӗчӗкҫеҫ кӑначчӗ, анчах калама ҫук хӑтлӑччӗ. Ӗнтӗ миҫе ӗмӗр иртрӗ унтанпа, анчах темшӗн эсӗ килмессерен кашнинчех ҫав тахҫанхи ачалӑхӑма аса илетӗп. (Сценӑн тепӗр кӗтесӗнче ҫутӑ ҫуталать. Ку - урӑх ҫутӑ, кӗтрет ҫути тӗслӗскер. Чӗкеҫ-карчӑк тӑнӑ ҫӗрти ҫутӑ сӳнет. Телейлӗ ачалӑх, телейлӗ иртнӗлӗх кӗвви шӑрана пуҫлать. Тен, ку шӑхлич сасси? Е, тен, хӑмпӑ? Е сӗрмекупӑс? Тепӗр самантран Чӗкеҫ сарӑ ҫутта тухать. Ак тӗлӗнтермӗш: пирӗн умра карчӑк мар, пиҫсе ҫитнӗ ҫырла евӗр илемлӗ хӗр-пике! Вӑл, ялтилле, шурӑ пир кӗпепе, анчах та кирлӗ-кирлӗ мар йышши пустуй илемлетсе пӗтернӗ этнографилле кӗпе мар ку, тап-таса та пач пӗр эрешсӗр-мӗнсӗрскер. Тахҫанхи авалхи кӗпе-тумран ытларах паянхи хӑйнеевӗр оригиналлӑ вӑрӑм шурӑ пир кӗпе. Чӳрече патне пырса, кантӑкне ик еннелле уҫса ярать. Аллинче - тухъя. Тухъи - чӑнскер.) Юмахри пек ӳсрӗм, хуйхӑ мӗнне пӗлмерӗм. Ачарах пулнипе, ҫывхарса килекен ахӑрсамана таппине сисеймерӗм пулас. Ахӑлтатса кулаттӑм, вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнаттӑм, тавралӑха янраттарса, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантараттӑм. Хама хирти сар чечекӗн, кӑвак чечекӗн туяттӑм. Тӳпери кайӑкӑн, ҫунатсӑр-мӗнсӗр тӗнче хӗрне ҫитиччен вӗҫеттӗм. Ӑҫта кӑна ҫитместтӗм-ши шухӑшӑмра? (Аллинчи тухъине пуҫне тӑхӑнать, чиперленет.) Ятӑм манӑн Чӗкеҫчӗ, анчах никам та Чӗкеҫ теместчӗ мана, пурте Хура Чӗкеҫ тесе чӗнетчӗҫ. Хури хураччӗ ҫав ӗнтӗ, тем чуль сар ҫу ҫисе те сарӑ пулаймарӑм. (Пауза хыҫҫӑн, шухӑшлӑн.) Эпӗ вара сар ачана юрататтӑм. (Куляннӑн.) Сарӑ ачан чунӗ сарӑ хӗр еннеллех туртӑнать ҫав тесе вӑрттӑн-вӑрттӑн куҫҫуль тӑкаттӑм. Йывӑҫсем кӑна илтетчӗҫ манӑн ӗсӗклевӗме, вӗсен черченкӗ ҫулҫисем кӑна лӑплантарасшӑн тӑрӑшатчӗҫ мана шӑпӑл-шӑпӑл шӑпӑлтатса. Пахча хыҫӗнче, вӑрманта, никам курман ҫӗрте кӑна уҫӑлатчӗ чунӑм. Никам, никам ҫук ҫӗрте кӑна тухатчӗ куҫҫулӗм. Вара, чӑтса-чӑтса ҫӳренӗскер, ирӗке яраттӑм чунӑма. Чунӑм вара, ирӗке хӑнӑхманскер, часрах каялла тарса пытанма талпӑнатчӗ. (Ассӑн.) Хурӑм хура хӗрсенӗн ӑсӗ вӑрӑм тетчӗҫ те, ӑсӑмӑртан ытларах хура хурлӑхӑмӑр пысӑк пулчӗ пулмалла... (Хурлӑхлӑн пӗр-икӗ ҫавра юрласа илет.)
Хурӑн вутти вут мар-им?
Хура та хӗрсем хӗр мар-им?
(Патварланса.)
Ой-я-ра, ра-я, рай-я-ра,
Ой-я-ра, ра-я, рай-я-ра!.. (Чунне пусарса, куҫҫульне тытса чарса. Куракансене.) Калӑр-ха вӑт эсир мана: сарӑ хӗрсем ытларах-и пирӗн халӑх хушшинче, хурисем-и? (Залтан хуравлакансене итленӗ хыҫҫӑн.) Апла пулсан, калӑр-ха мана татах: хӑшӗсене ытларах юратаҫҫӗ пирӗн каччӑсем - саррисене-и, хурисене-и? (Ассӑн, хӑйӗнчен хӑй кулнӑн.) Ҫапла ҫав, сарӑ хӗр вӑл сарах ҫав. Сар ача та сар ача ҫав. Ытлашши пултӑм эпӗ вӗсем хушшинче. Ман пек хура чӗкеҫе хура курак пӳрнӗ ӗнтӗ. (Чун хавалӗпе, кӑшкӑрса.) Анчах та ҫав тери сар чечек пулас килетчӗ манӑн!.. Пӗр кунлӑх та пулин, пӗр каҫлӑх та пулин, самантлӑх та пулин - анчах та сар пике пулас килетчӗ! Сарӑ Чӗкеҫ тесе чӗннӗ пулӗччӗҫ вара мана! Вара, тен, юратнӑ сар ача та асӑрханӑ пулӗччӗ мана, епле чиперленсе кайнӑ пирӗн Чӗкеҫ, тейӗччӗ те вара мана вӑйӑран ӑсатса янӑ пулӗччӗ вӑл! Вара, пирӗн кил хапхи патне ҫитсен, ним калама пӗлмесӗр, пӗр хушӑ аптраса тӑнӑ пулӑттӑмӑр эпир унпа - ҫума-ҫумӑн, юнашар, ҫывӑх-ҫывӑх, пӗр-пӗрин ҫумне тата ҫывӑхрах, ҫывӑхрах туртӑнса! Сарӑ каччӑ сарӑ хӗвел пек вӗри* эпӗ те, сарӑскер, сасартӑках, хам та сисмесӗр, унӑн хӗрӳлӗхӗнче сар ҫу пек ирӗле пуҫлатӑп, вара ирӗлетпӗр, ирӗлетпӗр эпир унпа иксӗмӗр те сарӑ ҫу пек, вара пӗрле ирӗлсе пӗтӗҫетпӗр хӗрӳ-хӗрӳ, вӗри-вӗри тутасен ытамӗнче!.. (Ӗмӗчӗ татӑлнӑн.) Анчах ҫӗр варринче кӗҫ-вӗҫ хыпса илес пек вӗри минтере ыталаса вӑранса каятӑн та _ тутасем уйрӑлаҫҫӗ, чуптӑву вӗҫленет. Тӗлӗк вӑл яланах ҫапла шелсӗр-ши, мӑнтарӑн - чи телейлӗ, чи хавас самантра татӑлать! Ҫав саманта таврӑнас тесе, сехечӗ-сехечӗпе, тул ҫутӑличчен хупса выртатӑн кайран куҫусене, текех таврӑнаймастӑн тӗлӗкӗн асамлӑ тӗнчине* таврӑнас пулсассӑн та, пачах та урӑх ҫулсемпе таҫти тахӑш авӑралла туртса кӗрсе каять вӑл сана - анчах та ҫав чи илемлӗ, чи рехетлӗ, чи ҫепӗҫ туйӑмсене кӑна темшӗн нихӑҫан та тепӗр хут вӑратмасть тӗлӗкӗн тӑсӑмӗ пирӗн чунра. (Йывӑррӑн.) Тӗлӗкре кӑна юратса куртӑм сар ачана, сарӑ тӗлӗкре. (Ҫутӑ улшӑнать. Чӗкеҫ ҫийӗнчи прожектор сӳнет. Чӗкеҫ сцена тӑрӑх пӗр хушӑ тӗттӗмлӗхре унталла-кунталла чупкалать, унӑн кӗпи, шурӑскер, тӗттӗмлӗхре тӳпенелле вӗҫсе хӑпарма кармашакан, анчах та, вӗҫме пултараймасӑр, ҫӗр ҫийӗн, аяллӑ-аяллӑ, пӗтӗм вӑйран ҫунаттисемпе сулкалашакан пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк сӗмӗ пулса йӑлтӑртатса ҫуталать. Ҫутӑ, урӑхрах тӗслӗскер, сценӑн тепӗр кӗтесӗнче ҫуталать. .Ҫутӑ ҫуталнӑ самантра Чӗкеҫе ҫунаттисене сарнӑ кайӑк евӗр аллисене сарса хытса тӑнине куратпӑр. Монолог ҫапла тӑнӑ ҫӗртен тӑсӑлать. Чӗкеҫ майӗпен, ҫынна таврӑнса, каллех хӗрарӑм пулса тӗрать.) Хӗр ӗмӗрӗ хӑть те хӑҫан та ҫуллахи каҫ евӗр кӗске пуль ҫав% кӑкӑрусем хытса пиҫсе ҫите пуҫларӗҫ пулсан икӗ чипер улма пек, пӗвӳ-сийӳ тӑртӑнса, мӑкӑрӑлса стайне кӗчӗ пулсан, аҫу-аннӳ килӗнчен каймашкӑн вӑхӑт ҫитрӗ, эппин. Вара каятӑн уйрӑлса ҫичӗ ютӑн килне - ҫичӗ ҫырма урлӑ, ҫичӗ уй урлӑ, ҫичӗ вӑрман урлӑ, ҫичӗ ютри ют вучахӑн вутти пулса ҫунмашкӑн, ҫичӗ ютӑн килне чунун ӑшшипе ӑшӑтмашкӑн, ютлӑхра ирӗлсе пӗтӗҫсе, тӑванлӑхра ҫуралмашкӑн. (Вӑрӑм пауза. Чӗкеҫ, паузӑна пӑсса, хуллен юрӑ ӗнерле пуҫлать.)
Чӗкеҫсем вӗҫсе, ай, кайсассӑн,
Чӗвӗлтетсе юрлаҫ, ай, чӗпписем.
Тантӑш “сыв пул” тесе ал тытнӑ чух
Шӑпӑртатса юхаҫ, ай, куҫҫульсем...

(Юррӑн малтанхи ҫаврине юрланҫ май, Чӗкеҫӗн сасси хытӑрах та хытӑрах, уҫҫӑнрах та уҫҫӑнрах янӑрать. Вӑл, юрла-юрла, куҫа курӑнман хӑнасене куркапа сӑра ӗҫтерсе ҫаврӑнать.)
Хура вӑрман хыҫне, ай, ан кайӑр%
Хура чӗкеҫ йӑва ҫавӑрать, тет.
Ют ял ачи хыҫҫӑн, ай, ан кайӑр%
Ют ял ачи пуҫа ҫавӑрать, тет...

(Чӗкеҫ куҫӗсенчен шӑпӑртатса куҫҫуль тумлать. Вӑл, сӑра куркипе ҫаврӑнса тухнӑ хыҫҫӑн, куракансене - ял-йыш вырӑнне - ҫӗре ҫити пуҫ таять. Унтан пӗр хушӑ тӳрленсе хытса тӑрать, шухӑшлать, пуҫӗнчи тухъине хывать. Ик аллипе питне хупласа тӑрать. Самантран вӑранать, вара пуҫне сурпан ҫыхать. Сурпанпала пӗрле вӑл темле сасартӑках хӑй те улшӑнать - чӗмсӗр, анчах та ҫав вӑхӑтрах ырӑ, ӑшӑ чун-чӗреллӗ, куҫӗсем - ҫирӗп, анчах тату. Вӑл ӗнтӗ - арӑм. Тӗнчери ытти нумай-нумай арӑмсем пекех, Чӗкеҫ те хӑйӗн шӑпине хурлӑх витӗр, анчах та тӳррӗн те чыслӑн пӑхӑнать, лашана хӑмӑт тӑхӑнтартнӑ чухне вӑл ним турткалашмасӑр пуҫне пӗкнӗ евӗр. Хурлӑхлӑн.) Пиҫсе ҫитсе юратса кураймарӑм, качча кайрӑм. Арӑм пулса тӑтӑм. (Асилсе.) Арӑм тенӗрен... Арӑм пуличчен, пуҫа сурпан ҫыхиччен... (Ӑшшӑн.) Эх, тӗнче!.. Сурпанне ҫыхасса ҫыхрӑмӑр та... (Куларах.) Калама та намӑс та, виҫӗ каҫ куҫ хупмасӑр тӗрмешрӗ вӗт ман старик манран арӑм тӑвас тесе... (Асилсе, упӑшкипе калаҫнӑн, лешӗ умра тӑрать пек.) Астӑватӑн-и: “Эй, Чӗкеҫ, Чӗкеҫ, хурҫӑран шӑратнӑ пуль сана унта, туршӑн та,” - терӗн эсӗ, ӗшенсе вӑйран кайса, мана хӑв ҫумна хыттӑн-хыттӑн пӑчӑртаса. Эпӗ чӗнмерӗм, турткалашрӑм, тапкалашрӗм кӗна. Тӗрӗсрех, турткалашнӑн, тапкалашнӑн хусканкаларӑм, апӑрша... Ара, малтанах турткалашмалла теҫҫӗ те... Хирӗҫ калас сӑмахӑм вара... Калас сӑмахӑм та ҫукчӗ-ши ӗнтӗ ӑшра?.. Е, тен, ытла нумайччӗ-ши вӗсем, ниме юрӑхсӑр тесе шутланӑ сӑмахсем?.. Пӗр кала пуҫласан, каласа та пӗтереймӗп терӗм-ши?.. Чӗмсӗррӗн, сывлама хӑранӑн тӗршӗнтӗм сан ҫумна... Упӑшкам вӗт... Ҫу-ук, каласа пӗтереймӗп тени те мар-ха, аслӑ та илемлӗ япаласем пирки аслӑ та илемлӗ сӑмахсемпе калаҫмалла тесе шутлаттӑм... Пӗлмен эпӗ вӑл вӑхӑтра чи аслӑ сӑмахсем - чи тӳрӗ сӑмахсем, чи илемлӗ сӑмахсем - чи ансат сӑмахсем пулнине... Вунсаккӑрти мӗнле хӗрӗн тӳпери ҫӑлтӑрсен чӗлхипелен калаҫас килмест, ара?.. Вунсаккӑрти епле хӗр хӑраса та савӑнса кӗтмест-ши пӗрремӗш савӑшу каҫне?.. (Шухӑшлӑн. Пуҫне хушпу тӑхӑнать.) Эй тата, савӑшу-аташу качки... Тарама-ха унӑн мыскари... Пурнӑҫ вӗт вӑл савӑшуран пуҫланать те кайран пачах та урӑх япаласенче тӑсӑлать. Хура-шурӗ унӑн каярах килет, кӳршӗри вӑрӑ евӗр, туслӑн, кӑмӑллӑн кулкаласа, ӑшра вара сан телейӳнтен тата хӑть мӗскер те пулин пӗҫертсе тарас тесе... Упӑшкам ман лайӑх ҫынччӗ. Ырӑскерччӗ, ӗҫ тӗлне пӗлекенскерччӗ. Ара, кӑштах усалӗ пулнӑ пулсассӑн та, усал темешкӗн епле чӗлхем ҫаврӑнтӑр - упӑшка вӗт вӑл, упӑшка! Пӗр ҫитменлӗхӗ пурччӗ те ҫав ӗнтӗ, анчах та те ҫитменлӗхех вӑл, тен, ҫитменлӗх те мар-тӑр, ырӑ енӗсенчен пӗри-тӗр? Амӑшне итлекенскерччӗ, нихӑҫан та амӑш сӑмахӗнчен иртместчӗ. Амӑшӗ... Амӑшӗ вара ҫирӗп карчӑкчӗ!.. Хӑй йӑлт типсе хытса ларнӑскер, анчах та ӑшӗнче вут-ҫулӑм ҫунать, пӑрлӑ шыв шарласа юхать! Сӑмахӗ те хӑй пекех ҫирӗпскерччӗ вара. Чӗмсӗр ҫӳрет-ҫӳрет те, пӗр кун, ик кун, виҫ кун ҫӳрет, унтан мӗнле касса татать пӗрре - хӑть ҫӗр тӗпне анса кай ҫавӑнтах! Ара, хам та-ши ӗнтӗ алӑкӑн-тӗпелӗн кускаласа ҫӳрекен пӗчӗкҫеҫҫӗ кинӗ пулаймарӑм пулӗ, ман хамӑн та кӑштах хуҫа пулса курас килчӗ-ши? Сӑмаха урлӑ-пирлӗ вылятассах ҫитмен те, анчах хуняма ҫӑвара шыв сыпнӑн ҫӳренисем те пулман мар малтанласа. Тепӗр тесен, йӑпӑлтатса-юраса ҫӳрекен кинсене савакан йышши карчӑк марччӗ ман хуняма. Енчен те чӑнласах хисеплесе, юратса калаҫатӑн пулсассӑн, тархасшӑн, вӑл та хисеплесе хурав паратчӗ. Анчах та юри, пустуйланса чакӑлтатса, ӗҫлӗ пулса ҫӳренине чӑтма пултараймастчӗ вӑл. Ҫук-ҫук, хунямана та япӑх тесе каламашкӑн ниепле те чӗлхем ҫаврӑнас ҫук. Лайӑх карчӑкчӗ, чӑтӑмлӑскер, ҫирӗпскер. Ыратсан ыратнине каламастчӗ, вилсе выртсан вилсе выртрӑм тесе сӑмах хушас ҫукскерчӗ. Ӗҫченскер, лаша пек ывӑнма пӗлменскер. Шав малалла пӑхаканскер, ыранхи кун пирки шутлаканскер. Алри ҫӑкӑр чӗллине, каҫхи апат валли юлтӑр тесе, тӑраннӑ-тӑранман сӗтел ҫинчен пуҫтарса илетчӗ хушӑран, тӑраннӑ ҫийӗнчен пули-пулми кӳпсе ларнисене юратмастчӗ. Е, тен, мана ҫапла туйӑнатчӗ-ши? Анчах каҫхи апата нихҫан та ҫӑкӑрсӑр, тӑварсӑр ларман вара. (Куларах.) Ара, тамаша, ватӑлнӑҫемӗн хам та чӑн-чӑн хуняма пулса пыра пуҫларӑм вӗт! Ячӗ те вӗт Чӗкеҫчӗ унӑн та. Мана “Пӗчӗк Хура Чӗкеҫ кин” тесе чӗне пуҫларӗҫ качча пырсан, хунямана “Мӑн Хура Чӗкеҫ” тетчӗҫ. Хутлӑ-хутлӑ, калама та кансӗр пекчӗ ятӑмӑрсем, анчах нихӑҫан та никамӑн та, хунямана е мана ятран чӗннӗ чух, чӗлхи ҫыхланнине астумастӑп, шыв юхнӑ пек шӑнкӑртаттарса калатчӗҫ ятӑмӑрсене пурте. Пӗр килте икӗ Хура Чӗкеҫ пулса тӑтӑмӑр ҫапла. (Шухӑшлӑн.) Хунямана хурласа, хама хурлас-и ӗнтӗ манӑн халь? Ахальтен каламан-тӑр ваттисем% “Хунямӑш тӑпри ҫине кинӗ пусать,” - тесе. Пусрӑм ҫав, пусрӑм, хам та сиссе юлаймарӑм мӗнле ярса пуснине! (Асилсе.) Эй тата, пӗр асилме тытӑнсан, йӑлт куҫ умне йӑтӑнса килет, пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫ пачах та иртсе кайнӑн туйӑнмасть вара, йӑлтах малашлӑх ҫутинче курӑнма тытӑнать. (Ҫамрӑкланса.) Кӗҫ-вӗҫ ҫеҫкене ларассӑн, шурӑмпуҫ ҫуталса килессӗн... Кайӑксем юрласа ярассӑн... (Тарӑннӑн.) Кайӑксем... Вӗҫеннисем... Вӗҫейменнисем... Хӗвел тухать, кун пуҫланать... Янкӑр тӳпере юрӑ янӑрать... (Хурлӑхлӑн.) Анчах та санӑн юрру мар ку... Санӑн юррун сасси урӑхла.... Чӗкеҫ юрри сӑпай та вӑтанчӑк. Чуну хурлӑхпа тулса килсен, кӳтсе ҫитсен чӑтмалла мар, никама пӗр сӑмах хушса калама ҫук чух хуллен-хуллен, шӑппӑн-шӑппӑн ӗнерле пуҫлатӑн та вара ӑшунта, чунун чи вӑрттӑн кӗтесӗнче, кӑшкӑрса-кӑшкӑрса, анчах никам илтмелле мар - хурлӑху та сӗврӗлсе ҫухалать таҫта. Манатӑн самантлӑха пурнӑҫ йывӑрне. (Ҫутӑ улшӑнать. Чӗкеҫ ҫийӗнчи прожектор сӳнет. Тепӗр тӗлти ҫуталиччен, Чӗкеҫ тӗттӗмлӗхре пӗр ҫавра юрӑ, авалхи халӑх юрри юрлать. Хальхинче те тӗттӗмлӗхре Чӗкеҫӗн кӗпи куракана вӗҫен кайӑкӑн сӗмӗ пулса йӑлтӑртатса ҫуталса курӑнать. Юрӑ ҫаври вӗҫленнӗ тӗлелле ҫутӑ ҫутӑлать, хальхинче тата урӑх кӗтесре. Чӗкеҫ, монолог тӑсӑмне тӗттӗмре пуҫласа, шухӑшлӑн, кулянса, ҫутта тухать.) Качча кайни нумай та пулмарӗ, вӑрҫӑ тухрӗ. Ытти арсемпеле пӗрле, ман упӑшкана та ҫара илсе кайрӗҫ. Килтен тухса утиччен, пӗчӗк ывӑлӑмӑра алӑ ҫине илчӗ те кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ — вара темччен тӑчӗ ҫапла пӗр хускалми. Макӑрса ярас мар тесе, чунне хытарать хӑй, кулкаласа, шӳтлесе калаҫма тӑрӑшать. “Сана валли упа тытса килес-и вӑрҫӑран, пысӑк хӑмӑр упа, е аҫтаха тытса килес-и, ҫунат вырӑнне вут ҫулӑмӗпеле сулкалашса вӗҫекеннине?” - тет ывӑлӑмӑра. “Ҫулӑм ҫунатлине мар, упа тытса кил, атте, - тет ывӑлӑмӑр чӑнласа. - Анчах та пысӑк упине мар, ҫурине тыт, вара эпир унпа пытанмалла выльӑпӑр”. Чӑтаймарӗ упӑшкам, шывланчӗҫ-шывланчӗҫех куҫӗсем. Мана кӑштах та пулин те ыталамарӗ килтен тухса утнӑ чух, куҫран пӑхса илчӗ кӑна ҫапла чӗмсӗррӗн, эпӗ те чӗмсӗррӗн, пӗр сӑмах каламасӑр, хирӗҫ пӑхрӑм - куҫсен ҫав чӗмсӗр уйрӑлӑвӗнче пӗр-пӗрне мӗн калас тенине йӑлтах, йӑлтах каларӑмӑр... Ыталашу та, юрату та, шанӑҫ та, хурлӑх та - йӑлтах, йӑлтах пулчӗ ҫав чӗмсӗрлӗхре... Умӗнхи каҫ иксӗмӗр те чӑлкӑм куҫ хупмарӑмӑр... Хупаймарӑмӑр... Урамра шавлани, нумай саслӑн калаҫни, йӗни хытӑрах та хытӑрах илтӗнчӗ. Акӑ, пирӗн тӗле кӗпӗрленсе ҫитрӗҫ вӑрҫа тухса каян арсем. Ҫак йывӑр самантра тӗреклӗх шыраса, пӗр-пӗрне хулпуҫҫинчен ытамласа, чунри хурлӑха пусарас тесе, хыттӑн-хыттӑн кӑшкӑрса юрласа, саркаланса утаҫҫӗ арсем урам тӑрӑх. Ачи-пӑчи, ашшӗ-амӑшӗ, арӑмӗсем хыҫран лашисене ҫавӑтса пыраҫҫӗ. Пирӗн тӗле ҫитсен% “Эй, йӗкӗт, ҫитет сана маткуна чӑмӑртаса, хӗҫ аврине чӑмӑртамашкӑн вӑхӑт ҫитрӗ! Атя, тух, кайрӑмӑр!..” - тесе кӑшкӑрчӗҫ арсем. Хуняма пӳрт хыҫӗнчен ҫапӑҫу хирне тухса каяс хура лашамӑра ҫавӑтса килчӗ. Упӑшкам аллинчи ывӑла мана парасшӑн пулчӗ, анчах та ывӑлӑмӑр, ашшӗне мӑйӗнчен ыталаса илнӗскер, аллисене вӗҫертесшӗн пулмасӑр, ӑна тата ҫирӗпреххӗн, хытӑраххӑн, мӗнпур вӑйран ыталаса илчӗ. Вара ҫапла тухса утрӑмӑр килтен% хуняма - лаша ҫавӑтса, эпӗ ҫенӗкрен малтанах хатӗрлесе хунӑ ҫутӑ хӗҫе йӑтса тухрӑм, ывӑлӑмӑр – ашшӗ ҫинче, ашшӗне ыталаса... Сисрӗ пулӗ, мӑнтарӑн пӗчӗк чун, ашшӗне текех нихӑҫан та курас ҫуккине!.. (Пауза. Куҫҫуль.) Чылайччен утрӑмӑр ҫапла, пӗтӗм ял-йыш, пӗтӗм халӑх пӗрле. Вӑрман хӗрне ҫитсессӗн, чарӑнса тӑтӑмӑр. Ваттисем арсене пил пачӗҫ, тӑван ҫӗршыва чыслӑн хӳтӗлеме, тӑшмана ҫӗнтерсе тӑван йӑвана чӗрӗ-сывӑ таврӑнмашкӑн пехиллерӗҫ. Арсенчен чи асли пурин ячӗпелен ашшӗ-амӑшӗсене, шӑллӗ-йӑмӑкӗсене, ачи-пӑчине, мӑшӑрӗсене тав сӑмахӗ каларӗ, тӑшмана ҫӗнтермешкӗн шантарса тупа турӗ, пурте пӗрле харӑссӑн% “Ант!.. Ант!.. Ант!..” - тесе кӑшкӑрчӗҫ. Вара учӗсем ҫине утланчӗҫ те, хӗҫӗсене ҫӗклесе, ансӑр ҫулпала вӑрман ӑшнелле кӗрсе ҫухалчӗҫ. Ҫапла ӑсатса ячӗ хула хӑйӗн арӗсене инҫет, паллӑ мар, каялла таврӑни-таврӑнми ҫула. (Пауза хыҫҫӑн.) Арсем те юлмарӗҫ хулара, лашасем те. Килсем-ҫуртсем те, ҫынсем те, пуҫ урлӑ хура пӗркенчӗкпе витӗннӗн, чӗмсӗрлӗхӗн хура хурлӑ чаршавӗпе хупланчӗҫ. Малтанласа шанӑҫӑмӑр тапатчӗ чӗрере, чӑтӑм, вӑй-хӑват кӳретчӗ, анчах часах аслӑ Пӳлер хули тӗпӗ-йӗрӗпе, ним юлмиччен вутра ҫунса кайнӑ, тӑшман эшкерӗсем Сӑварпала Пӑлхара ҫул тытнӑ текен хыпар ҫитрӗ. Пӳлер ҫунса кайни ҫинчен илтнӗ-илтмен манӑн чун-чӗре темле тӑруках лӑштӑр кайрӗ. Таҫти тахӑш сисӗмӗмпе сисрӗм эпӗ манӑн мӑшӑрӑм ҫут тӗнчерен яланлӑхах уйрӑлса кайнине, Пӳлер вутӗнче ҫунса кӗл пулнине, текех ӑна нихӑҫан та курассӑм ҫуккине. (Пауза. Халсӑррӑн, шанӑҫсӑррӑн.) Эй аслӑ Вут Ама!.. Ма чармарӑн сӑвапсӑр вутна?!. Ма ҫунтартӑн пирӗн тӗп хуламӑра?!. Е тӗрӗсех калаҫҫӗ-ши пӗлевҫӗсем тухӑҫран талпӑнса килекен йышлӑ тӑшмана турӑсем юри, мӗнпур халӑха ҫылӑхӗсемшӗн асаплантармашкӑн ҫуратса янӑ тесе?.. (Чӗркуҫленсе, аллисемпе тӳпенелле кармашса.) Эй турӑсем!.. Апла пулсан, калӑрсамччӗ тархасшӑн% мӗнле каҫарӑнми ҫылӑхӑмӑр пур пирӗн халӑхӑн, мӗншӗн пӗтересшӗн эсир пире?!. Мӗн туса айӑпа кӗчӗ кӑмӑллӑ, сӑпай, ӗҫчен халӑх ҫӗрпе тӳпе умӗнче?!. (Ҫамкипеле ҫӗре перӗнет, чылайччен ҫапла хуҫланса ларать. Шӑплӑх. Унтан майӗпен ура ҫине ҫӗкленет, пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче аташса кайнӑн, сцена тӑрӑх тӗлли-паллисӗр уткаласа ҫӳрет. Унтан тӑруках, пуҫне ик аллипе хупласа, ытларах хӑйпе хӑй калаҫнӑн.) Ҫылӑхлӑ пуль ҫав, ҫылӑхлӑ пуль!.. Юратмасӑр качча кайса, юратман ҫынран ача ҫуратни ҫылӑх мар-и вара?.. Упӑшка ытамӗнче, упӑшкам ҫумне тӗршӗнсе выртнӑ чухне шухӑшӑмра сар ачапа айкашни ҫылӑх мар-и тата?.. Элле мӑшӑру вилнине туйса илнӗ самантра ҫӗр чӑтайми хурлӑхпа хурланманни, пӑтрашӑна-пӑтрашӑна пуҫу ҫинчи ҫӳҫӳсене кӑкламанни, лӑштӑрпала, вӑйсӑрлӑхпала пӗрле темле ӑнланмалла мар лӑпкӑлӑхпа канӑҫлӑх, пушӑлӑхпа ирӗклӗх туйӑмӗ пусса килни те ҫылӑх мар-им?!. (Пауза хыҫҫӑн, лӑпкӑнраххӑн.) Ҫапла, кусем уйрӑм пӗр ҫыннӑн, уйрӑм пӗр хӗрарӑмӑн, манӑн, путсӗрскерӗн, вӑрттӑн ҫылӑхӑмсем пулччӑр, анчах кам, кам ҫирӗплетсе калама пултарӗ ытти хӗрарӑмсем урӑхла, ыттисем тасарах, сӑваплӑрах, ыттисем, пуҫӗсене унашкал шухӑш пырса кӗрсессӗн те, вӗсене тӳрех хӑвалама, вӗсенчен яланлӑхах хӑтӑлма тӑрӑшаҫҫӗ тесе?! Ҫу-ук, ун пек шухӑшсем кӑшт хӑваланипех каяс ҫук, вӗсенчен хӑтӑлмашкӑн ӗмӗр пурӑнса ирттерес пулать, вара тин ӑнланса илетӗн – мӗн вӑл чӑн, мӗн вӑл суя этем пурнӑҫӗнче, халӑх пурнӑҫӗнче. Ҫамрӑк чух вӗт йӑлтах - ҫамрӑкла, шарт-парт, паянхи кунпа пурӑнатӑн. Каярахпа тин, нумай-нумай ҫултан, аллу-уруна та, чун-чӗрӳне те тумхахлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче самай шӑйӑрса пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӑранатӑн та ҫапла пӗр ирхине уруна, яланхилле ҫӑмӑллӑн, вӑш-ваш сиксе тӑрас тесе, ҫӗрелле тӑсатӑн, анчах та тӑруках, кӗтмен-туман ҫӗртен уру сана итлеменнине, ниепле те тӑсӑлманнине, вилнӗ пек, хытса чулланса ларнине туйса илетӗн. Уруна, ҫемҫете-ҫемҫете, хуҫлата-хуҫлата, тӑсатӑн-тӑсатӑнах, ярса пусатӑн-пусатӑнах урайне, анчах та ӗнтӗ ҫак иртен тытӑнса ватлӑху йӑпшӑнса киле пуҫланине яр-уҫҫӑн ӑнланса илетӗн. Ватлӑхпала пӗрле унӑн уйрӑлми ҫулташӗсем - ӑс-хавалпала вилӗм таплаттарса килеҫҫӗ аякран. (Ҫутӑ сӳнет. Хӑйне хӑй, тӗлӗнерех, тӗттӗмлӗхре.) Вилӗм умӗнче кӑна тӑна кӗрет-ши этем?.. (Пауза. Хальхинче, тӗттӗмлӗхри пӗр кӗтесре ҫутӑ ҫуталса пынӑ май, Чӗкеҫ куракана пуҫне чиксе тӑнӑ пӗр юпа пек курӑнать. Тата хальхинче ун ҫинче шурӑ пир кӗпе мар, хуп-хура вӑрӑм пир кӗпе. Ҫав малтанхи кӗпех тейӗн, шурӑ вырӑнне хура кӑна тата кӑштах хӗрарӑм манахсен пӗркенчӗкне асилтерет. Чӗкеҫ хӑйӗн монологне хура юпа пулса пуҫлать те ерипен хӗрарӑм сӗмне таврӑнать.) Пӗрре ҫапла ҫӗр варринче урамра чуна ҫӳҫентерсе кӑшкӑрнипеле вӑранса кайрӑмӑр. Пӳртрен чупса тухма та ӗлкӗреймерӗмӗр – пирӗн картишне ик-виҫӗ юланут килсе те тӑнӑ. Кукрашка хӗҫӗсемпе хӑртисене хатӗр тытнӑ - аяккалла пӗр утӑм тусанах пуҫа касма хатӗр. Куҫӗсем хӑйсенӗн хӗсӗкрех, хытса чулланса ларнӑ евӗр. Ӑнланмалла мар чӑрсӑр чӗлхипелен темскер кӑшкӑрашаҫҫӗ. Пире хунямапа иксӗмӗре, сӑнӑ вӗҫӗсемпе тӗрте-тӗрте, хула хӗрринчи уҫланкӑна хӑваласа кайрӗҫ. Ывӑлӑма кӑкӑр ҫумне ыталаса тытрӑм та, кӑшкӑрашнипеле вӑраннӑскер, каллех мӑшӑлтата-мӑшӑлтата ҫывӑрса кайрӗ. Хулипелех уҫланкӑна хӑваласа пуҫтарнӑ иккен пурне те. Пӗр ар та ҫук% арсем инҫете, Атӑл леш енне, кайнӑранпа пӗри те киле таврӑнман. Тата, ахӑртнех, - ахальтен мар сӑйлать, касса ыратать чун - таврӑнас та ҫук. Нихӑҫан та. Ватӑ-вӗтӗпеле уксах-чӑлах, хӗрупраҫпала инке-арӑм кӑна хулара. Пурте чӗмсӗр, шӑп тӑратпӑр. Ҫӗр варринче темрен те тутлӑ ыйхӑран тӑратнӑ ача-пӑча та хӑранипеле, куҫӗ-пуҫӗсене чарса, хытса-шӑпланчӗ. Пусӑрӑнчӑк чӑтмалла мар. Пӗр хуланӑн, пӗр халӑхӑн мӗскӗн чунӗсем, пӗр-пӗрине чура куҫӗпеле куҫран пӑхма намӑсланса, куҫсене айкинелле тартатпӑр. Юланлӑ тӑшмансем ҫаплах тем калаҫҫӗ, калаҫҫӗ, калаҫҫӗ, анчах та хӑлхара пачах та урӑх сасӑ, урӑх кӗвӗ янӑрать - темле ӑнланмалла мар хурлӑ та ҫӗкленӳллӗ, вутлӑ-ҫулӑмлӑ, хӗлхемлӗ кӗвӗ. Тӑвӑл евӗр, сарӑлса, кӗрлесе килет пек ҫав кӗвӗ таҫтан инҫетрен, аслӑ Атӑл леш енчен, вутра ҫунса кӗлленнӗ сӑваплӑ Пӳлер хулинчен. Ӑна путарма хӑтланса, хытӑрах та хытӑрах кӑшкӑрать, кӗрлет тӑшман, ҫав аслӑ вут кӗвве путарасшӑн тапӑҫланать, анчах та кӗвӗ аслӑн, хӑватлӑн, никам ҫӗнтерес ҫукла янӑрать! (Ывӑнчӑклӑн, пауза хыҫҫӑн.) Ах анчах!.. Пирӗн хуламӑра вут тӗртнӗ иккен тӑшман!.. Хуламӗр ҫунать иккен ҫапла кӗрлесе, хӑватланса, каҫ тӗттӗмлӗхне сирсе! Эй Вут-Ама!.. Йӑлтах-им ҫунтарса ярас терӗн хӑвӑн халӑхун ҫӗрне-шывне?!. Ҫитмерӗ-им сана Пӳлер, тӗпӗ-йӗррипех ҫӗрпе танлаштарса тухас терӗн-им асаплӑ Пӑлхар ҫӗрне?!. Эй эсӗ, Вут-Аҫа, ма чармастӑн Амуна?!. Ма ҫунтарса ярас тетӗр пире?!. Тен, пире пӗтернӗ хыҫҫӑн пиртен лайӑхрах, вӑйлӑрах, илемлӗрех халӑх килсе чечеклентерӗ тетӗр-им ку ҫӗрсене?!. (Пауза.) Хуламӑр ялтлатса, шартлатса ҫунать - пӑхмашкӑн вӑй ҫитейрес ҫук! Хӑпартланса, урса кайнӑ тӑшман, кӑшкӑра-кӑшкӑра, юна-юна, икӗ ушкӑна уйӑрма тытӑнчӗ пире. Пӗр енче - ватӑ-вӗтӗ, уксах-чӑлах, вӗт-шакӑр. Тепӗр енче – хӗрсемпеле арӑмсем% тин ҫеҫ ҫеҫкене ларма пикеннӗ хӗр пӗрчисенчен пуҫласа тӗсне ҫухатма ӗлкӗреймен инке-арӑм таранчченех. Хӗрарӑмсем, ҫухраша-ҫухраша, ачисене хӑйсенчен уйӑрасшӑн мар тапӑҫланаҫҫӗ, темиҫешер-темиҫешерӗн хӑйсен ҫумне пӑчӑртаҫҫӗ. Тӑшмансем ачасене шелсӗррӗн турта-турта илеҫҫӗ, уксах-чӑлахсемпе ватӑсен еннелле тӗрте-тӗрте яраҫҫӗ. Ачасем, хытса ларнӑ куҫӗсемпеле амӑшӗсене тилмӗрсе, йӑлӑнса пӑхаҫҫӗ, анчах та, амӑшӗсем вӗсене текех нимӗнле те пулӑшаяс ҫуккине ӑнланса, пӗтӗм вӑйран асламӑшӗсемпе аслашшӗсен халсӑр аллисенчен ҫавтӑнаҫҫӗ, хӳтлӗх шыраҫҫӗ. Кусем - хӑйсем тӗллӗн утакан, чупакан, алӑран ҫавтӑнма пултаракан шӑпӑрлансем. Унтан сасартӑках, кӗтмен ҫӗртен, тӑшман уксах-чӑлаха, ватта-вӗтте каялла хуланалла, вут ӑшнелле хӑвалама пуҫларӗ! Ҫынсем, хӗвӗше-хӗвӗше, пӗр-пӗринчен такӑна-такӑна, айккинелле чӑл-пар саланма хӑтланчӗҫ, анчах та ӑҫта ҫити, нумай-и тарса ӳкӗ ватӑ-вӗтӗпеле алӑсӑр-урасӑр уксах-чӑлах? Вӗсене, хӗҫ вӗҫӗсемпе тӗке-тӗке, урасемпе тапа-тапа, лашисемпе таптаттара-таптаттара, ялкӑшса ҫунакан тӑван хуланалла хӑвалаҫҫӗ!.. Темиҫе шурсухал тӑшмана хирӗҫ алӑ ҫӗклеме тӑчӗҫ кӑна, вӗсене ҫийӗнчех тӑшман хӗҫӗ касса-чиксе пӑрахрӗ. Манӑн хуняма та, пӗвне-сийне хытарса, хурӑн вулли пек тӳрӗ тытса, ҫынсем хушшинче хуланалла утрӗ. Хӑй пуҫне каялла пӑрнӑ, куҫӗ - ман ҫинче, тӗрӗсрех, кӑкӑрӑм ҫумне ыталаса тытнӑ ывӑлӑм ҫинче, пӗчӗкҫӗ мӑнукӗ ҫинче хуняман куҫӗсем. Вӑраххӑн утать, васкамасӑр, ярӑнса та пек кӑштах темле, ҫын пек те мар, темле ӑнланмалла мар ҫурма-ҫын, ҫурма-чӗрчун, ҫурма-кайӑк тейӗн. Кун пеккине эпӗ ӑна ҫак тарана ҫитсе нихӑҫан та курман - темле тарӑхсан та, темле хаярлӑхпа тулсан та, хуняма ҫын сӑнне ҫухатни пулман. Халӗ вара, акӑ, ҫынсем хушшинче, ҫынсемпеле пӗрле утать вӑл, анчах та – сисетӗп, туятӑп - ахаль мар утать вӑл, темскер тӗллевлесе, шухӑшласа хунӑ. Пӗрисем ватта-вӗтте хуланалла хӑваланӑ хушӑра теприсем пӗчӗк ачасене, кӑкӑр пепкисене амӑшӗсен аллисенчен турта-турта илме тытӑнчӗҫ, туртса илеҫҫӗ те утсен айккисене ҫакса янӑ кунтӑксене икшерӗн-виҫшерӗн тултараҫҫӗ. Акӑ, юланутҫӑсенчен пӗри ман пата ҫывхарчӗ те, юланучӗ ҫинчен анмасӑрах, кӑнттаммӑн алӑри пӗчӗкҫӗ ывӑлӑма туртса илме хӑтланчӗ. Эпӗ, ачама ҫума хытӑрах пӑчӑртаса, ҫурӑмпала ҫаврӑнса тӑтӑм. Тӑшман мана ҫӳҫрен ярса илчӗ те хыттӑн хӑй еннелле туртрӗ. Пуҫ тирӗ витӗр пӗтӗм ҫан-ҫурӑм тирсе ыратса кайрӗ. Эпӗ пӗтӗм вӑйран малалла туртӑнтӑм та сасартӑках ҫӗрелле ывтӑнса кайрӑм. Ачана ыраттарас мар тесе, эпӗ айккинелле ҫаврӑнса ӳкесшӗн пултӑм, анчах та темле майсӑррӑн лапах ҫурӑм ҫине персе антӑм, ачана алӑран вӗҫертмерӗм* ҫурӑмра темскер, хыттӑн-хыттӑн ыраттарса, тирсе-пӗҫерсе кайрӗ... Малаллине ҫакна ҫеҫ астӑватӑп% вӑйсӑррӑн, тӗлӗкри пек, пуҫа ҫӗклеме хӑтланатӑп - ҫук, ҫӗкленесшӗн мар хура пуҫӑм... Кӑшкӑрма хӑтланатӑп - ҫук, кӑшкӑрасшӑн мар юнпа хытса-типсе ларнӑ ҫӑвар... Тавралӑха итлеме хӑтланатӑп - ҫук, илтмеҫҫӗ хӑлхамсем нимӗскер те% илтесшӗн мар вӗсем хула халӑхӗн чарӑнми, татти-сыпписӗр, чуна ҫурса яракан йынӑшӗвӗпе макӑрӑвне... Куҫӑмсем кӑна - хаярлӑхпа, чӗмсӗрлӗхпе, курайманлӑхпа, юратупа, шанӑҫсӑрлӑхпа, шанӑҫпа тулса сарӑлнӑ хура куҫсем! - йӑлтах, йӑлтах – куҫа курӑнманнине те! – кураҫҫӗ, ҫӑл куҫӗ евӗр, ҫӗрлехи аякри сивӗ ҫӑлтӑр евӗр, тӳпе сенкерлӗхӗ евӗр, йӑлтах курса, йӑлтах астуса юлма тӑрӑшаҫҫӗ - малашлӑх валли, пулас кунсем валли астуса юлса, кайран тахҫан килес ӑрӑвӑмӑрсене халӑхӑмӑрӑн телейсӗр кунӗсем, хура элчелӗ ҫинчен каласа парас тесе... Акӑ, учӗ ҫинчен персе аннӑ хура тӑшман ура ҫине ҫӗкленет те ман паталла пӗр утӑм ярса пусать, унтан – тепӗр утӑм... Акӑ, вӑл ман паталла пӗшкӗнет... Манӑн шелсӗр, туйӑмсӑр, ҫурма вилӗ куҫӑмсем сӑнӑ евӗр ун куҫӗсене тӑрӑнаҫҫӗ... Акӑ, аллисене тӑсать - ман кӑкӑр ҫинчи ывӑлӑма туртса илесшӗн... Арсӑр хӑварнӑскерне, халӗ тата ывӑлсӑр хӑварасшӑн мана тӑшман... Акӑ, пирӗн хушӑра тытӑҫу пуҫланать... Акӑ, ҫӳлтен пирӗн ҫинелле сарлака хура ҫунатлӑ темле кайӑк вӗҫсе килет... Кайӑкӑн сӑмси вырӑнӗнче - ҫап-ҫутӑ ҫивчӗ хӗҫ... Кайӑк ҫап-ҫутӑ ҫивчӗ хӗҫӗпе пӗрех сулласа ярать те - ман умри тӑшманӑн ҫаврака пуҫӗ ҫарӑк евӗр ҫӗре персе анать, пуҫсӑр кӳлепи, ман вар-хырӑм ҫине лаплаттарса пусӑрӑнса ӳкет... Тӑшман юнӗ, ҫурхи шыв евӗр, ман пӗҫӗ хушшипе юхса анать.... Уйӑх хушши килнӗ пек, ӑшӑ та йӑлмакаллӑ пулса каять мана... Кайӑк ман паталла пӗшкӗнет, мана ҫамкаран ачашласа илет хӑйӗн сарлака ҫуначӗсемпе, вара эпӗ тӑруках кусем ҫунатсем мар, кӑтрашкаллӑ, ватӑ ҫын аллисем пулнине туйса илетӗп... Тем калать мана хунямам, тем пӑшӑлтатать, те лӑплантарать мана, те ӳкӗтлет, те пехиллет – нимӗскер те ӑнланаймастӑп, туятӑп кӑна - текех мана хӑрушӑ мар, нимӗн те хӑрушӑ мар, текех эпӗ пӗчӗк ывӑлӑмшӑн та кулянмастӑп, ӑна эпӗ хуняман шанчӑклӑ аллине шанса паратӑп, хуняма ӑна хӑйӗн ҫуначӗсем ҫинче инҫете-инҫете, тӑшман ҫук ҫӗре, тӑшман нихӑҫан та ҫитес ҫук ҫӗре илсе кайӗ!.. Унта ман ывӑлӑм ӳсӗ, пысӑкланӗ, хурлӑха ҫӗнтерсе, вылӗ, кулӗ, савӑнӗ, юратӗ!.. Эй Ҫӳлти Турӑ, телей пӳрсемччӗ ывӑлӑма, ашшӗпе амӑшне курма тӳр килнӗ хурлӑхран хӑтарсамччӗ ӑна!.. (Ҫӗре кукленсе, чӗркуҫленсе, питне аллисемпе хуплать, савӑнса - ывӑлне ҫӑлӑнӑҫ килессе сиссе - макӑрать.) Акӑ, чӑнах та, хуняма ывӑлӑма ман кӑкӑр ҫинчен илет - васкамасӑр, хуллен, ҫупӑрласа* унтан куштӑрканӑ хыткан ҫуначӗсемпе пӗрре сулса илет, тепре, вара майӗпен-майӗпен ҫӗр ҫийӗн, аяллӑ-аяллӑ, вутра ҫунан тӑван хуламӑралла вӗҫсе каять... Тӑшман кӗлеткине хырӑм ҫинчен илсе пӑрахас тесе, пӗтӗм вӑйран кӑштах та пулин ҫӗкленме хӑтланатӑп, кӗлеткене тӗртетӗп, анчах та йывӑр кӗлетке пӗр шит те хускалмасть. Тата тепӗр хут ҫӗкленме талпӑнатӑп, тӗкетӗп, тӗкетӗп пуҫсӑр, татӑк кӗлеткене, пӗтӗм вӑйран, юлашки вӑйран - ҫук, ҫитеймест манӑн вӑйӑм тӑшмана сирсе пӑрахма... Вара, ним тӑвайман енне, куҫа хупатӑп... Куҫа хупатӑп та - юнлӑ, йӑмӑх-хӗрлӗ тӳпере кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хура пӑнчӑсем, хура кайӑксем, ывӑлӑмӑрсемпе хунямӑрсем инҫете-инҫете ҫунат вырӑнне аллисемпе сулкалашса вӗҫсе кайнине куратӑп... Вара сасартӑках илтме тытӑнатӑп... Куҫа шартса, темскер ялтлатса-ҫиҫсе илет те ҫичӗ тӳпе тӑрринчи Аслати тавралӑха кӗмсӗртеттерсе янраса каять... Унччен те пулмасть, ҫӳлтен, алтӑртан тӑкнӑн, шалкӑм ҫумӑр ҫӑва пуҫлать... Тепӗртакран вутри хуламӑр темле чашкӑрса тӗтӗмлене пуҫлать, тавралӑха йӳҫӗ тӗтӗм хупӑрласа илет... (Пауза. Шӑплӑх. Тен, шалкӑм ҫумӑр сасси пӗр хушӑ. Тӗттӗмлӗх. Прожектор сӳнет. Тепӗртакран ҫутӑ тепӗр кӗтесре ҫуталать, ку – урӑх ҫутӑ. Паҫӑрхи сценӑранпа самай вӑхӑт иртнӗ% тен, ҫич-сакӑр ҫул, тен, вуннӑ-вунпиллӗк, тен, ҫирӗм те-и иртме пултарнӑ. Чӗкеҫ пусӑрӑннӑ, анчах ҫаплах хитрелӗхне ҫухатман-ха. Кантӑк умне пырса тӑрать. Тулалла пӑхать, сӑмахлать.) Нумай вӑхӑт иртрӗ унтанпа, анчах ҫав каҫ, е, тӗрӗсрех, ҫав ҫумӑрлӑ ир мӗн пулса-иртнине эпӗ халӗ те тӗппи-йӗррипе ӑнкараймастӑп. (Асилме хӑтланса.) Ахӑртнех, эпӗ шалкӑм ҫумӑр айӗнче ҫавӑнтах, ҫӗр ҫинчех выртса юлнӑ-тӑр. Шалкӑм ҫумӑр сиввине те, хуламӑрӑн йӳҫӗ тӗтӗмне те – нимӗскер те, нимӗскер те астумастӑп. Вилнӗ тесе шутланӑ-ши мана, юнлӑ ар айӗнче выртаканскерне – пӗлместӗп. (Шухӑшлӑн.) Е, тен, мана вӗсем ытти хӗрарӑмсемпе хӑйсемпе пӗрле таҫта инҫете илсе кайнӑ? Анчах ӑҫта?.. Мӗн тума?.. Мӗне кирлӗ тӑшман арӗсене парӑнтарнӑ халӑх хӗрарӑмӗсем? (Асилеймесӗр.) Ахӑртнех, эпӗ чылайлӑхах тӑн ҫухатнӑ-тӑр ун чухне. (Пауза хыҫҫӑн, асилсе, йывӑррӑн, сӳрӗккӗн.) Темиҫе ҫу иртнӗ, темиҫе хӗл – эпӗ ҫаплах ҫӑвар уҫса калаҫайман, ҫынсем мӗн каланине тӑнкарайман. Мана пурте чӗлхесӗр тата ӗмӗрлӗхех ӑсран тайӑлнӑ тесе шутланӑ. Тепӗр тесен, ҫав темиҫе ҫу тата темиҫе хӗл кунӗсене эпӗ пачах та астумастӑп. Тен, пулман та вӗсем, енчен те эпӗ вӗсене астумастӑп пулсан? Эпӗ алӑра пӗрехмай тӑм пукане йӑтса ҫӳренӗ иккен. Тата кашни кунах, хӗвелпеле пӗрле тӑрса, хула варринчи масар ҫинчи чул юпасем патне ҫул тытнӑ та ҫав чӗмсӗр ҫиллес юпасене ачашласа тасатса ҫӳренӗ-мӗн. Ачашласа-тасатса ҫӳренисене астумастӑп, анчах та - ҫине тӑрса асилме хӑтлансан - чул юпасен катӑркас вулли евӗр темле йӗплӗ, тикӗс мар, касӑк шӑйрӑкӗсем аса килнӗ пек тӑруках. Ҫав яка мар шӑйрӑксем мана темскер каланӑ пек - ҫук, сӑмахпа мар, сӑмахсӑр, вӑрттӑнӑн, пытарӑнчӑккӑн, хӑйсен тикӗсмарлӑхӗпе, темле ӑспа ӑнланмалла мар чуна ҫывӑх та тарӑн кӑштӑркалӑлӑхӗпе вӗсем мана атте-аннесен, асатте-асаннесен, тахҫанхи авалхи-авалхи несӗлӗмӗрсен шӑпине тата пиртен нумай-нумай ҫул каярах тӗнчене килес ӑрӑвӑмӑрсен пуласлӑхне каланӑ пек. Ҫапла-ҫапла, астӑватӑп - акӑ, пӗррехинче эпӗ тӑр-пӗччен чул юпасем хушшинче тӗлӗрсе лараттӑм, тӗлӗкӗмре, яланхилле, йӗри-тавра вут ҫунатчӗ, ҫуртсем ҫунатчӗҫ, йывӑҫсем ҫунатчӗҫ, вӑрман ҫунатчӗ, ҫӗр ҫунатчӗ, юханшывӑн шывӗ те ҫунатчӗ, пӗлӗт ҫунатчӗ, сывлӑш ҫунатчӗ... Анчах та унччен нихӑҫан та, нихӑҫан та, пӗтӗм тӗнче ҫунсассӑн та... (Йывӑррӑн, халне ҫухатса.) тӳпери... тӳпери кайӑксем ҫунмастчӗҫ!.. чӗкеҫсем!.. хура чӗкеҫсем ҫунмастчӗҫ!.. ывӑлӑма ҫунаттисем ҫинче илсе каян Хура Чӗкеҫ ҫунмастчӗ!.. ҫунакан тӳпе тӑрӑх ирӗклӗн те сыввӑн вӗҫетчӗ!.. (Пауза.) Элле... (Йывӑррӑн, асилме хӑтланса, иртнӗлӗхе талпӑнса.) элле...элле пурте вутра ҫунса кайнӑ?.. Пӗр эпӗ ҫеҫ юлнӑ?.. Эпӗ, тӑр-пӗччен?.. Никамсӑр?.. Ы-вӑ-лӑм-сӑр?!. (Вӑйсӑррӑн пӗкӗрӗлсе-хутланса ларать. Шӑплӑх. Унтан тӑруках хаяррӑн, пӗтӗм тӗнчене хирӗҫ кӗрешме хатӗррӗн сиксе тӑрать.) Ҫу-ук, суятӑр, тӗлӗкӗмсем! Суятӑр, шухӑшӑмсем! Хура Чӗкеҫ вутран вӑйлӑрах!.. Унӑн ҫунаттисене нихӑҫан та вут илейрес ҫук!.. Чӑн-чӑн вут вӑл пӳрт-ҫурт, вӑрман-йывӑҫ, ҫӗрпе пӗлӗт ҫунни мар. Чӑн-чӑн вут вӑл ак кунта, ак ҫакӑнта, ӑшра ҫунать. Ытти вут вӑл ҫунать те сӳнет, ҫунать те сӳнет, ак ку вара нихӑҫан та ҫунма пӑрахас ҫук. Пӗр чӗререн тепӗр чӗрене сиксе хыпса илекенскер, халӑхӑн тӗксӗм ҫулне ҫутатса пырать вӑл – куҫа курӑнми хӑватлӑ хӗрӳ вут-ҫулӑм. Ҫав ҫулӑм халӑхӑмӑра тӗппипех пӗтесрен ҫӑлса, сыхласа, аталантарса пырать. Ӑнланаймасть айван тӑшман% халӑха пӗтерес тесе, халӑхӑн йӗри-тавралли тӗнчине вутра ҫунтарса яма хӑтланать. Халӑха пӗтерес тесен, унӑн тӗнчине ҫунтармалла мар, унӑн ӑшӗнче ялкӑшса хӗмленекен вут-ҫулӑма сӳнтермелле. Акӑ хӑҫан тӗп пулӗ халӑх - ӑшри вут сӳнсе ларсан, пурнӑҫ хевти пӗтсе килсен. (Пауза.) Тӳпери кайӑксем ҫунаттисем ҫинчен вут тӑкса вӗҫнине курсан, эпӗ темле тӑруках ҫӳҫенсе кайрӑм, чарӑнайми чӗтре пуҫларӑм. Манпа пӗрле масар ҫинчи пӗтӗм чул юпа сиксе чӗтре пуҫларӗ. Йывӑҫсем-курӑксем асар-писеррӗн силлене пуҫларӗҫ. Тӳпе те, ҫӗр те манпа пӗрле чӗтрене ерчӗҫ. Вара тӑруках манӑн асӑм янкӑр уҫӑлса килчӗ – эпӗ иртнӗ шар кунӗсене йӑлтах тин ҫеҫ куҫ умӗнче пулса иртнӗн асилсе кайрӑм. Пӑхрӑм та йӗри-тавралла - пахча, пахчара – йывӑҫсем, курӑксем, чечексем, вӗсен хушшинче - юпасем, юпасем ҫинче - касса-чутласа ҫырнӑ сӑмахсем. Вулама хӑтлантӑм, анчах та вулаймарӑм - эпир хӗр чух тӗрлесе ҫырнӑ йышши сӑмахсем мар-мӗн кусем, урӑхла, кукрашкаллӑ ҫавӑрса, эрешлесе ҫырнӑ. Каярахпа пӗлтӗм вара - ку ҫӗнӗ ҫырулӑх иккен. Тӑна кӗнӗ самантра, юпасем ҫинче мӗн ҫырнине ӑнланма хӑтланнӑ май, йӗри-тавра тӗлӗнмелле шӑплӑх шӑраннине асӑрхарӑм% ниҫта пӗр сас-чӳ те ҫук. Анраса каймалла шӑплӑх. Унччен яланах вӗҫӗмсӗр шав, анлӑ кӗрлев янӑратчӗ пуҫра. Мана хӗрхӳ асаилӳсенчен хупланӑ пулӗ ӗнтӗ ҫав шав. Халӗ вара эпӗ тӑруках асаилӗвӗмпе куҫа-куҫӑн юлтӑм. Ҫав асра юлнӑ юлашки самантран - хуняма, хура чӗкеҫ пулса, ывӑлӑма ҫунаттисем ҫинче йӑтса вӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн - малалла мӗн пулнине асилме хӑтлантӑм. (Аран-аран, йывӑррӑн асилсе.) Мӗн чухлӗ выртнӑ-ши эпӗ ҫапла куҫа хупса – пӗлместӗп. Икӗ-виҫӗ сехет-ши?.. Е, тен, пӗр кун?.. Е пӗр эрне?.. Тен, пӗртен-пӗр пӗчӗкҫӗ самант кӑна?.. Пӗлместӗп. Кӑштах тӑна кӗнӗ пек эпӗ. Сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Ҫын сассисем. Палласа илес тесе, тимлесе итлеме тӑрӑшатӑп. Ҫук, палламастӑп. Палланӑ сасӑсем мар. Анчах та - хамӑрӑн сасӑсем, мӗншӗн тесессӗн хамӑрӑн чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Мӗн калаҫнине ӑнкарма хӑтланатӑп. Ҫук, ӑнкараймастӑп, ӑнланса илмешкӗн вӑй ҫитеймест. Сасартӑках сасӑсем мана асӑрхамасӑр аякран иртсе каяҫҫӗ тесе пӑлханма тытӑнатӑп. Хама асӑрхаттарас тесе, сӑмах хушас тесе, ҫӑвар уҫма хӑтланатӑп, тем калатӑп, кӑшкӑратӑп: ”Ан кайӑр, ан кайӑр, мана пӑрахса ан хӑварӑр!” – тетӗп, анчах ҫӑвар уҫӑласшӑн мар, чӗнейместӗп. Вара, пӗтӗм вӑя пухса, куҫа уҫма хӑтланатӑп. Куҫсем сасартӑках уҫӑлнӑн туйӑнса каяҫҫӗ, ҫутӑ сенкер тӳпе ҫуталса каять тӑруках куҫра, анчах та пӗлетӗп – уҫӑлмарӗҫ куҫӑмсем, тӳпе сенкерлӗхӗ туйӑнчӗ кӑна. Пуҫа пӑрма хӑтланатӑп. Ҫук, пӑрӑнмасть, хытса чулланса ларнӑ. Ҫӗкленме хӑтланатӑп, ҫӗкленейместӗп, ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ. Сасартӑк хырӑм ҫинчи йывӑрлӑха туйса илетӗп, чӑтма ҫук йывӑр. Апла, тӑшман арӗ ҫаплах ман ҫинче выртать?.. Алӑсене хырӑм патнелле тӑсма хӑтланатӑп, алӑсем, ҫывӑрса хытса ларнӑскерсем, туртса ыратса каяҫҫӗ, шалтан тем тирнӗн. Тӑсатӑп-тӑсатӑп алӑсене, анчах та тӑшман арне тупаймастӑп хырӑм ҫинче. Вара урасене хускатма хӑтланатӑп. Пӗтӗм кӗлетке сӑрӑлтатса ыратса каять. Тата, тата кӑштах... Акӑ, тинех, тинех хускалчӗ хӑрах урам. Халӗ акӑ теприне, теприне хускататӑп-ах... Урасем хускалчӗҫ. Халӗ вӗсем ҫине тӑрас пулать. Хырӑм ҫинче йывӑр, чӑтмалла мар йывӑр. Тата тепре хыпашлатӑп аллӑмсемпе. Ҫук нимӗскер те, никам та. Ма йывӑр-ха апла пулсан, никам та ҫук пулсан?.. Чӑтаймастӑп, куҫ хупӑнать. Сассем ҫывӑх-ҫывӑх, куҫсене калла уҫма хӑтланатӑп, уҫӑлмаҫҫӗ. Акӑ, сасӑсем ман патах ҫывхарчӗҫ, ахӑртнех, мана сӑнаса пӑхаҫҫӗ-тӗр, эпӗ вара сасартӑках ҫурӑм айӗнчи йӗпене туйса илетӗп. Шалкӑм ҫумӑр нӳрри-ши ку е тар тапса килет ҫапла?.. Сасӑсенчен пӗри ман хырӑма, хырӑмран аяларах перӗнет - мана темле сивӗ пулса каять. Кӗпесӗр-им, ҫарамас-им эпӗ элле?.. Сивӗ алӑ, хӑрах айккинчен йӑтса, мана тепӗр аяк ҫинелле ҫавӑрма хӑтланать – эпӗ каялла ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса ӳкетӗп. Суран таврашӗ курӑнмасть, тет мана ҫавӑрса хума хӑтланакан алӑ, хырӑмӗ ҫинче те, ҫурӑмӗ ҫинче те нимӗскер те ҫук пулас, тӗлӗнмелле. Мӗн тӗлӗнмелли, хуравлать ӑна хирӗҫ тепӗр сасӑ, суранран кӑна вилет тетӗн-им ҫын? Вара мана ал-ураран тытаҫҫӗ те таҫта йӑтса каяҫҫӗ. Ал-ура ыратать, кӗлеткем ҫӗр ҫинчи курӑка сӗртӗнет. Кӑштах кайсан, мана каллех ҫӗр ҫине хучӗҫ - типтерлӗн, ҫемҫен, шеллесе. Вара каллех каялла ҫаврӑнса утрӗҫ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, сасӑсем татах илтӗнчӗҫ. Каллех тем йӑтса килчӗҫ, манпа юнашарах, ҫуммӑн хучӗҫ те пӑрӑнса утрӗҫ. Сӑмсана кӳ-ӳ!.. йывӑр шӑршӑ килсе ҫапрӗ, ҫӗре пуҫланӑ виле шӑрши. Тинех пуҫа пырса ҫапрӗ манне - виле пуҫтарса ҫӳреҫҫӗ! Эппин, эпӗ те вилӗ?.. Мана та ытти вилесемпе пытарӗҫ, эппин? Анчах та эпӗ шухӑшлатӑп, туятӑп – ӑҫтан-ха вилӗ пулам? Е, тен, ытти вилесем те ҫапла – туяҫҫӗ, шухӑшлаҫҫӗ, кӑштах ҫӗкленме, пуҫа пӑрма, куҫа уҫма тӑрӑшаҫҫӗ? Ӑҫтан пӗлес-ха ытти вилесене, эпӗ нихӑҫан та вилсе курман? Вилсе курнӑ пулсассӑн, пӗлнӗ пулӑттӑм, пӗлнӗ пулӑттӑм та пурне те пуҫа ҫӗклеме, куҫа уҫма вӗрентнӗ пулӑттӑм! Акӑ, каллех йӑтса килсе хучӗҫ. Унтан каллех. Татах, татах. Ҫук-ҫук, мӗнле те пулин уҫасах пулать куҫӑма. Мӗнле ту пулин ҫӗклесех пулать пуҫӑма. Мӗнле те пулин пурӑнмаллах. (Виле йӑтса килекенсене.) Чимӗр-ха, чим!.. (Хӑйне хӑй.) Ҫук, илтмеҫҫӗ. (Хӑйне хӑй хавхалантарса.) Хытӑрах, хытӑрах каламалла! (Хытӑраххӑн калама тӑрӑшса.) Чимӗр-ха, чим!.. (Кӑштах хускалса илнӗ пек.) Эпӗ вил... (Каласа пӗтерме вӑйӗ ҫитеймест. Тепӗр хут сывлӑш ҫавӑрса, ҫине тӑрса.) ...мен... (Пауза. Вӑраххӑн, ерипен, аран-аран, кӑшт ҫеҫ илтмелле.) Вил-мен... (Тата тепӗр хут.) Эпӗ... вил-мен... (Шӑплӑх пӗр хушӑ.) Вара вӗсем мана илтрӗҫ. Ман пата кукленчӗҫ, юн тымарне тытса пӑхрӗҫ. Аллине чылай хушӑ ман юн тымарри ҫинчен илмесӗр: ”Эпӗ нимӗн те туймастӑп, тапманпа пӗрех,- терӗ ар .- Тен, илтӗнчӗ пире?” “Хам хӑлхампа хам илтрӗм икӗ хутчен “эпӗ вилмен” тесе каланине, - терӗ юлташӗ. - Ҫак хӗрарӑмӑн сасси пулчӗ вӑл. Каларӑм эпӗ сана паҫӑрах, тӗлӗнмелле, пӗр суран та ҫук. Вӑйран кайса, халне ҫухатса тӗлӗрсе выртнӑ вӑл эпир ҫакӑнта йӑтса килсе хуричченех. Эпир хускатнипе тӗлӗрӗвӗнчен вӑранчӗ-тӗр, ахӑртнех, анчах ҫийӗнчех каллех вӑйне ҫухатрӗ пулас. Чим, халӗ ӑна мӗнле те пулин калаҫтармалла.” Вара пуҫне ман кӑкӑр ҫумне ҫывӑх-ҫывӑх тытрӗ, анчах ним те илтеймерӗ пулас, вара ман кӗпене кӑкӑр тӗлӗнче ик еннелле туртса ҫурчӗ те хӑлхипе ман сулахай кӑкӑр ҫумне сӗртӗнчӗ. “Тапать, тапать!..” - кӑшкӑрса ячӗ вӑл самантран, мана темшӗн ытла та хавассӑн кӑшкӑрнӑн туйӑнса кайрӗ. Вара мана куҫран, хупӑ куҫӑмран тинкерчӗ те – пӗлместӗп, мӗнле курайрӑм, мӗнле туяйрӑм эпӗ ҫакна, анчах та куртӑм, анчах та туйрӑм!.. - манпа калаҫа пуҫларӗ. ”Тепре каласамччӗ мана ҫав паҫӑрхи сӑмахна, тепӗр хут, васкамасӑр, ерипен, вӑраххӑн-вӑраххӑн. Эпӗ вилмен, тесе каласамччӗ мана, тархасшӑн. Пӗлетӗп, йывӑр халӗ сана, йывӑр сӑмах хушмашкӑн. Эппин, хӑть йынӑшса илсемччӗ кӑштах та пулин. Каласамччӗ пӗр сасӑ та пулин.” Калас тесе каллех пӗтӗм вӑя пуҫтарма хӑтланатӑп, акӑ, пуҫтартӑм, акӑ, хатӗр, акӑ, калатӑп% а... а... а... а... Йынӑшӑттӑм та йынӑшӑттӑм ҫапла чарӑнмасӑр% а-а-а-а-а-а... (Пауза.) Кайран вара... (Каллех пауза. Йывӑррӑн, асилме хӑтланса.) Кайранхине каллех астумастӑп. Темле тӑрӑшсан та, нимӗскер те аса илейместӗп. Куҫ умӗнче пӗрмай - вут, вут, вут... Ӑшра тӗлкӗшекен вут-ҫулӑм курӑннӑ-ши мана ҫапла пӗрехмай?.. (Татах темсер асилнӗн.) Ҫапла, вут. Анчах кайӑксем ҫунмастчӗҫ, вӗсене витерейместчӗ вут. Арсем хамӑрла, тӑван чӗлхепе калаҫатчӗҫ. Ҫирӗп те хӑюллӑ, уҫӑ та хурлӑхлӑччӗ вӗсен сассисем. (Асилме хӑтланса.) Ҫапла, ҫапла, уҫӑ кӑкӑрӑм ҫумне сӗртӗнен ар мана аллисемпе ытамласа илчӗ те вилесем хушшинчен таҫта урӑх ҫӗре йӑтса илсе кайрӗ... (Тӑруках хӑраса, асаилӗвӗнчен хӑтӑлма хӑтланса.) Ҫитет, ҫитет... Таврӑнма вӑхӑт. Тата тепре шӑлса тухам та ҫак эрешлӗ чул юпасене... (Тӗттӗмлӗхе кӗрсе ҫухалать. Прожектор сӳнет, унтан урӑх ҫӗрте ҫуталать. Чӗкеҫ эрешлӗ шурӑ кӗпепе, пуҫ урлӑ йӑм-хура пӗркенчӗк. Салхуллӑн, пӗчченнӗн.) Ҫапла вара ҫак инҫет хулана йӑтса килнӗ мана вӑл. Ахаль ҫын пулман иккен вӑл, пирӗн патша ывӑлӗ пулнӑ. Ҫапӑҫӑва кӗрес умӗн патша хӑйӗн чи шанчӑклӑ тусне чӗнсе илнӗ те ӳссе ҫитеймен ывӑлне вӑрттӑнӑн ҫӗршывӑн кай енне илсе кайса пытарса усрама хушнӑ – тӑшман аллине лекес-тӑвас пулсассӑн та никам та ан пӗлтӗр вӑл патша ачи пулнине. Ҫунакан вӑрман витӗр, ҫырма-ҫатра тӑрӑх утнӑ чух пырса тухнӑ та вӗсем пирӗн хула тӗлне. Хула вырӑнне вӗсен куҫӗ умне ҫунса кӗлленнӗ пушӑ вырӑн тухса тӑнӑ. Кӗлпе шӑмӑ хутӑшӑвӗ, унта-кунта чул кермен ишӗлчӗкӗсем. Тата инҫех те мар, вутра пӗтнӗ хула тулашӗнче, тӑшман вӗлернӗ ҫын кӗлеткисем йӑванса выртнӑ. Тӗлӗнмелле, анчах та вилесене пӗр тискер кайӑк та тӗкӗнмен пулнӑ. Ахӑртнех, хула ҫуна пуҫласан, тискер кайӑксем, ҫӗнӗ вырӑн шыраса, ку тӑрӑхсене пӑрахса кайнӑ. Вӗсем иккӗшӗ, ваттисен йӑлипе, вилесене ҫӗр чавса пытарнӑ. Пурне те пӗрле, пӗр шӑтӑка. Урӑх никама та, пӗр чӗрӗ чуна та тӗл пулман вӗсем пирӗн хула вырӑнӗнче. Пӗтӗм хуларан пӗртен-пӗр эпӗ чӗрӗ юлнӑ. Ҫавӑн чухне сӑмах хушма, йынӑшма вӑй ҫитереймен пулсассӑн, эпӗ те тахҫанах пӗрлехи шӑтӑкра ҫӗрсе выртнӑ пулӑттӑм халӗ. (Пауза хыҫҫӑн.) Ҫапла вара, масар ҫинчи юпасем хушшинче туйӑмсӑррӑн тӗлленсе ларнӑ май, эпӗ сасартӑках темиҫе ҫул хушши тӗлӗрсе ҫӳренӗ ыйхӑмран вӑранса кайрӑм, чылай япалана асилтӗм. Вара, асӑмпала пӗрле, сӑмахсем те таврӑнчӗ, эпӗ калаҫа пуҫларӑм. Ы-вӑ-лӑм! – пулчӗ манӑн пӗрремӗш сӑмахӑм. Ӑҫта эсӗ, ывӑлӑм?!. Чылайччен ҫӳрерӗм вара ҫапла тӗлсӗррӗн юпасем хушшинче. Манӑн ниҫта та каяс килмерӗ. Каҫ пулчӗ, тӗттӗмленсе килчӗ. Эпӗ пӗр юпа ҫумне сӗвентӗм те чылайччен куҫ илмесӗр ҫӗрлехи тӳпене пӑхса лартӑм. Унӑн вӑрттӑнлӑхӗсенче эпӗ хамӑн шӑпама, иртнӗлӗхӗмпе пуласлӑхӑма вулама хӑтлантӑм. Анчах маларах асилнинчен ытла тӳпе мана нимӗн те пӗлтересшӗн пулмарӗ. (Пауза.) Манӑн юпасем хушшинчен ниҫта та каяс килмерӗ. Манӑн та, ҫӗрлехи тӳпепе пӗрлешсе, пӗр чул юпа пулса хытса тӑрас килчӗ ҫакӑнта, ӗмӗрхи лаштра йывӑҫсем айӗнче. Антив, тӗпӗ-йӗррипе ан пултӑр, анчах та тӑруках чылай япалана асилнӗскер, халӗ эпӗ хама вилнӗ хыҫҫӑн тепӗр темиҫе ҫултан сасартӑках ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑнӑн туйрӑм. Леш тӗнчепе ку тӗнче хушшинче тӑраканскер, эпӗ ниепле те мана ытларах ӑҫта туртнине, ытларах хӑш тӗнчере юлас килнине татса параймастӑп пек. Астуман чухне пӗр хурлӑхчӗ, халӗ, астӑва пуҫласан, шухӑшла пуҫласан, шухӑшӑмран пуҫӑм ҫаврӑна пуҫларӗ, пӗр хурлӑх вырӑнне ҫӗр хурлӑх пусса килчӗ. Астуман чухне шав вут-ҫулӑм витӗр хура чӗкеҫ ывӑлӑма ҫунаттисем ҫинче аякка-аякка илсе кайнине тӗлленеттӗм, малалли пирки шутламасттӑм, халӗ вара ман ума тӑруках ыйту хыҫҫӑн ыйту хӗвӗшсе киле пуҫларӗ. Ӑҫталла выртайнӑ-ши хура чӗкеҫӗн ҫулӗ? Вӗҫсе ҫитейнӗ-ши ҫитес тенӗ ҫӗре? Ывӑлӑма тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитерейнӗ-ши шанчӑклӑ вырӑна? Тата шанчӑклах-ши пулнӑ ҫав шанчӑклӑ тенӗ вырӑнӗ? Кайран, кайран мӗн пулнӑ вӗсене? (Пауза.) Вӑхӑт иртрӗ, эпӗ вара ҫаплах, масартан тухса, кил еннелле ура ярса пусаймарӑм. Темскер тухатларӗ мана ҫавӑнта, темскер тыткӑнларӗ. Манӑн тати-сыпписӗр, вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫас килчӗ - никамсӑр, хампа хам. Ирхи ҫутӑ киличчен лартӑм ҫапла юпа ҫумӗнче хампа хам сӑмахласа. Тен, сӑмахласа тени тӗрӗсех те мар-и, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ҫыпӑҫуллӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем калас вырӑнне уйрӑм сӑмахсем ҫеҫ калама пултартӑм, малтанласа вӗсене ниепле те пӗр-пӗрин ҫумне сыпӑнтараймарӑм. Йӑлтах, йӑлтах куратӑп, илтетӗп, ӑнланатӑп, мӗн калас килнине те йӑлтах пӗлетӗп – анчах ҫавӑрса калаймастӑп. Ҫапла ҫӗнӗрен калаҫма вӗрентӗм ҫав каҫ. Ир енне, шурӑмпуҫ пайӑркисемпеле пӗрле, сасартӑках аякран шупӑр евӗр шурӑ вӑрӑм тумлӑ пӗр ҫын утса килнине асӑрхарӑм. Васкамасӑр, кашни юпа умӗнче чарӑна-чарӑна, хӑйпе хӑй калаҫа-калаҫа, суллана-суллана утать. Тарӑн шухӑша путнӑскер, йӗри-тавралла пач пӑхмасӑр, ним асӑрхамасӑр, пӗр юпа патӗнчен тепӗр юпа патне куҫса пырать. Акӑ, ман паталла ҫывхарчӗ. Эпӗ сӗвенсе ларнӑ юпа умне пырса тӑчӗ. Чылайччен чӗмсӗррӗн пӑхса тӑчӗ ҫапла. Анчах шав юпа ҫине пӑхать, мана асӑрхамасть те тейӗн, куҫ хӳрипе те пулин пӑхмасть ман ҫине. Мӑкӑртата-мӑкӑртата, кӑшт ҫеҫ илтмелле, темле халиччен илтмен ӑнланмалла мар сӑмахсем калать, эпӗ вӗсене пӗрне те ӑнланаймастӑп, анчах ӑнкаратӑп, сисетӗп – кусем ахаль сӑмахсем мар, кӗлӗ сӑмахӗсем пулнине... Вара эпӗ тӑруках, хам та сисмесӗр, ҫапла тума юраманнине пӗлсех, халиччен пӗксе ларнӑ пуҫӑма ҫӗклетӗп, питӗм ҫинчи чаршавӑма сирсе, кӗлӗ сӑмахӗсем калаканӑн куҫӗсенчен тинкеретӗп. Эй тӗнче!.. Ман умра сар ача тӑра парать! Тахҫан хӗр чух юратнӑ сар ача... Ватӑлнӑ, чылай улшӑннӑ пулин та, эпӗ ӑна тӳрех палласа илтӗм. Пирвайхи самантра, мӗншӗнне хам та ӑнланаймасӑр, темле намӑсланса, вӑтанса кайрӑм, ҫӗр тӗпне анса каяссӑм килчӗ манӑн... Ах, пӑхминччӗ ман ҫине, палласа илейминччӗ мана!.. Каласа пӗтеринччӗ те часрах хӑйӗн кӗллине пӑрӑнса утинччӗ!.. Анчах та, ҫу-ук, пӑрӑнса утмарӗ... Те эпӗ пӑхнине сиссе, сасартӑках куҫӗсене юпа тӑрринчен ман ҫине куҫарчӗ те мана куҫран тинкерчӗ. Унӑн куҫӗсенчен тарасшӑн пулса, пуҫа васкаварлӑн ҫӗрелле пӗкрӗм, пит ҫинчи чаршавӑма хупларӑм. Вӑл ман ума чӗркуҫленсе тӑчӗ те, мана ик хулпуҫҫинчен тытса, шӑппӑн, кӑшт ҫеҫ илтмелле% «Эсӗ ку, Чӗкеҫ!.. Эсӗ, Чӗкеҫ!..» - терӗ. Эпӗ, ним чӗнмесӗр, хирӗҫ пӑхрӑм. Унӑн куҫӗсем куҫҫульпеле тулнӑччӗ... Сӑмахсем каллех таҫта кайса ҫухалчӗҫ... Часах хӗвел туха пуҫларӗ, йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел... Унӑн ҫутинче сарӑ ачан кӗмӗлленнӗ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем темле ытла та хӗрлӗн, юнпа пӗвеннӗн йӑлтӑртатнине асӑрхатӑп. Ҫӳҫӗ ҫинчи юна шӑлса илес тесе, пӳрнемсемпе перӗнтӗм унӑн ҫӳҫ пайӑркисене, анчах пайӑркасем тӗсне улӑштарасшӑн пулмарӗҫ, пӳрнемсем перӗнмессерен вӗсем тата ытларах хӗрелсе пычӗҫ! Вара эпӗ сасартӑках унӑн куҫӗсен тӗпӗнче хура пӗркенчӗклӗ пӗр хӗрарӑма асӑрхарӑм... Акӑ, такамӑн икӗ алли ҫав хӗрарӑмӑн пичӗ ҫинчи чаршава сирет те хӗрарӑмӑн ҫӳҫӗсене ачашлама тытӑнать... Хӗрарӑмӑн ҫӳҫӗ вӑрӑм, хытӑ тата... шурӑ-шурӑ, кӑн-кӑвак!.. Ҫуталса килекен кун ҫути-ши ҫутатать ҫапла хӗрарӑмӑн ҫӳҫне?.. «Кӑн-кӑвак-ҫке эсӗ, Чӗкеҫ!..» - тет хӗрлӗ ҫӳҫлӗ сар ача, йывӑрран сывласа. Вара тинех ӑнкарса илетӗп унӑн куҫӗсен авӑрӗнчи хӗрарӑм эпӗ хам пулнине... Вара часрах аллӑмсене илетӗп унӑн хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑркисем ҫинчен, унӑн аллисене кӑвак ҫӳҫсенчен уйӑратӑп, хулпуҫҫи ҫине шуса аннӑ пӗркенчӗке калла пуҫ урлӑ витетӗп... Вара, сиксе вӗрекен юна тӑпах пусарса, кӗске те татӑклӑ сӑмахсем килеҫҫӗ чӗлхе вӗҫне% «Кай, сар ача, кай!.. Кай!..» Вара ҫӳлте, пуҫ тӑрринче, чӗкеҫсем вӗҫме тытӑнаҫҫӗ... Ирӗклӗн те сыввӑн, васкамасӑр, ярӑнса вӗҫеҫҫӗ чӗкеҫсем тӳпере... Вара йӑмӑх-хӗрлӗ ҫӳҫлӗ сар ача ура ҫине ҫӗкленет те шурӑ вӑрӑм шупӑрне тӳрлетет, ман ҫине юлашки хут пӑхса илет... Эпӗ те юлашки хут ӑна хирӗҫ пӑхатӑп... Хальхинче унӑн куҫӗсен тӳпинче чӗкеҫсем вӗҫнине куратӑп... Вара, каллех темле ӑнланмалла мар сӑмахсем мӑкӑртата-мӑкӑртата, мана хуллен пуҫ таять те, мӗлке евӗр, ерипен, васкамасӑр, хӗвеле хирӗҫ сӗтӗрӗнсе утса каять шурӑ шупӑр... Пӗсмелле, пӗсмелле!.. Сывӑ пул, тахҫан юратнӑ сар ача!.. Сывӑ пул, ҫамрӑклӑхӑм!.. Пӗсмелле, пӗсмелле, сывӑ пул!.. (Пауза.) Хӗвел тухрӗ, кун килчӗ. Эпӗ масартан тухрӑм та унччен ҫӳренӗ ҫулпалан хуланалла утрӑм. Каҫсерен ӗнтрӗк ҫутинче хуланалла таврӑннӑ май шав куҫ умне тухнӑ ӳкерчӗксем аса килчӗҫ% Тарӑн вар хӗрринчи утма ҫул... Вар урлӑ ҫӳллӗ сӑрт... Сӑрт ҫамкинче хула... Сӑрт хыҫӗнче, инҫетре, пысӑк шыв... Хула варринче чул ҫурт... Чул ҫуртра патша ывӑлӗ... Мана аппа тесе чӗнекенскер... (Тӑруках асӑрхаса, хӑраса, ҫари ҫухӑрса.) Анчах мӗскер ку?!. Мӗн пулса иртнӗ кунта?!. (Хӑраса, тӗлӗнсе.) Йывӑҫсем тӳне-тӳне кайнӑ... Вар тӑпрапа хупланнӑ... Сӑрт ҫурӑлса, ирӗлсе кайнӑ... Хула вырӑнӗнче пысӑк ҫавра шӑтӑк... Шӑтӑк тулли пӑтранчӑк шыв... Шыв айӗнче кӑпӑкланса йынӑшакан хула ишӗлчӗкӗсем... (Тарӑннӑн.) Хулана ҫӗр ҫӑтнӑ... Лӑштӑр-р кайрӗҫ урасем, эпӗ халсӑррӑн ҫӗре тӗшӗрӗлсе антӑм. Хӗвел ҫути ытла та ҫуттӑн, тӳпе сенкерӗ ытла та кӑваккӑн курӑнса кайрӗ мана. Ҫӗр ҫумне тӑсӑлса, ҫӗре ыталаса выртрӑм вӑйсӑррӑн. Те ҫӗр, те чӗрем хыттӑн-хыттӑн тапрӗ. Те манӑн ӳт-пӗвӗм, те ҫӗрӗн шӑмми-шакки вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрерӗ. Вӗри, чӑтмалла мар вӗри пӗҫерсе килчӗ ҫӗр кӑкри. Вара эпӗ, пиҫсе каяс мар тесе, ура ҫине тӑма хӑтлантӑм, йӗри-тавралла тинкертӗм. Тавралӑх ним пулман пек лӑпкӑн, сӳрӗккӗн сӗнксе выртнине курсан, манӑн чун хавалӗ тӑруках тарӑхупа тулса килчӗ. Ик аллӑма тӳпенелле ҫӗклесе, мӗнпур вӑйран% «Ылхан!.. Ылхан!.. Ылхан сана, тӳпе!.. Ылхан сана, ҫӗр!.. Ылхан сире, турӑсем!..» - тесе кӑшкӑра пуҫларӑм... Те ман сӑмахсене илтсе, ҫӗр тытса пӑрахнӑ евӗр хыттӑн чӗтре пуҫларӗ... Эпӗ каллех ураран ӳкрӗм, анчах, парӑнасшӑн пулмасӑр, шав малалла кӑшкӑртӑм... Никам та, нимӗскер те, нимле турӑ та чараяс ҫукла антӑхса, чыхӑнса кӑшкӑртӑм эпӗ тӑвӑнса, тулса килнӗ ылхан сӑмахӗсене!.. Эпӗ - ахаль кӑна ҫын, хӗрарӑм! - эпӗ аслӑ турӑсене ылхантӑм, айван!.. (Пауза.) Кӑшкӑрсан-кӑшкӑрсан, чунӑм пусӑрӑнса лӑпланчӗ, ик куҫӑмри куҫҫуль кӑна ҫаплах чарӑна пӗлмерӗ. Ҫӗр те темиҫе хутчен туртӑнкаласа илчӗ те лӑпланчӗ. Эпӗ, ним тума пӗлмесӗр, каялла масаралла уттартӑм. Лаштра йывӑҫсем пекех, масар ҫинчи юпасем те чылайӑшӗ кая-кая ӳкнӗ, суранланнӑн, тӑлӑххӑн пӑхса выртаҫҫӗ ҫӗр питӗнче чечек-курӑк хушшинче.. Каҫ асамӗнче мӑнаҫлӑн тӳпенелле кармашакан юпасем хӗвеллӗ кун ҫутинче мӗн тери вӑйсӑр та хавшак иккен!.. Пӗчӗк ачасене ачашланӑ евӗр, эпӗ вӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн куҫҫулӗмпе ҫуса тасатса тухрӑм. (Пауза.) Унтан, ывӑнса ҫитнӗскер, эпӗ юпасем хушшинче, юпасене ыталаса, тӗлӗрсе кайнӑ... (Пауза хыҫҫӑн, таҫта инҫетре-инҫетре юрӑ сасси ҫуралать.) Малалли те тӗлӗк, те чӑн% эпӗ сасартӑках юрӑ сассипелен вӑранса каятӑп... Пысӑк йышлӑ сасӑпа юрлакан юрӑ... Пӗтӗм ял, пӗтӗм хула, пӗтӗм халӑх юрлать пек... (Чӑнах та, таҫта инҫетре, аякра пысӑк хор юрлани илтӗнет.) Вилнисем те, чӗррисем те – пурте пӗрле юрлаҫҫӗ пек... Хам та сисместӗп, эпӗ те вӗсемпе пӗрле юрла пуҫлатӑп... Вара юрлатпӑр ҫапла чылайччен... Юрлас та юрлас килет чарӑнми... (Ҫутӑ сӳнет. Хӑватлӑ хор юрри сӗм-тӗттӗмре янӑрать, тӗттӗмлӗхе ҫутатса... Юрӑ вӗҫленнӗ тӗлелле пӗр кӗтесре шурӑ ҫутӑ ҫутӑлать, ҫутӑ айӗнче – шап-шурӑ Чӗкеҫ-карчӑк.) Вара пурне те куртӑм харӑсах - палланисене те, палламансене те... Ҫынсене те, турӑсене те... Пӗтӗм ял-йыша, пӗтӗм халӑха куртӑм... Хунямана та, упӑшкама та тӗл пултӑм... Ывӑлӑма кӑна кураймарӑм... Каллех тӗнче касса ҫӳреме тухса кайнӑ иккен, шӑпӑрлан... И-и, тепӗр тесен, ҫӳретӗрех, кастартӑрах ара тӗнчине... Ара. ывӑл тени килте ларни пулать-и вӑл хӑҫан та пулин?.. (Каллех ҫутӑ ылмашӑвӗ. Ҫурма тӗттӗм, ҫурма ҫутӑра шурӑ Чӗкеҫ-карчӑк аллисене сарса сцена тӑрӑх ярӑнса утать – чӗкеҫ вӗҫнӗ евӗр ҫӗр ҫийӗн. Утнӑ майӑн.) Хир-хир урлӑ, хир урлӑ, уй-уй урлӑ, уй урлӑ, ял-ял урлӑ, ял урлӑ, пӗчӗкҫеҫҫӗ пит-куҫлӑ, эреветлӗ-теветлӗ, чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхеллӗ – пӗтӗр сӑт!.. (Чӗкеҫ-карчӑк ҫунаттисене сарнӑ чӗкеҫ евӗр хытса тӑрать, ҫапла тӑнӑ ҫӗртен монологне малалла тӑсать.) Чӗкеҫ ятпа ҫуралнӑскер, чӗкеҫ пулса кӗтӗм ҫапла вӗҫсӗрлӗхе. Чӗкеҫ пулса вӗҫрӗм тӑван ҫӗр-шывӑн уйӗ-хирӗ, улӑхӗ-ҫаранӗ, вӑрманӗ-кати, ҫырми-ҫатри, ялӗ-хули, масарӗ-ҫӑви ҫийӗн. Тӑван халӑхӑн телейӗ манӑн телейӗм пулчӗ, тӑван халӑхӑн хуйхи манӑн хуйхӑм пулчӗ. Кун хыҫҫӑн кун, ҫул хыҫҫӑн ҫул, ӗмӗр хыҫҫӑн ӗмӗр иртрӗ ҫапла. Нумай шыв юхса кайрӗ унтанпа, нумай чул купаланса юлчӗ анлӑ Атӑлтан та анлӑрах пурнӑҫ юхӑмӗн ҫыранӗсенче. (Монолог тӑсӑлнӑ май сцена ҫинчи ҫутӑ ерипен малтанхи, драма пуҫламӑшӗнчи асамлӑ кӗтрет ҫутине таврӑнать. Чӗкеҫ те майӗпен каллех вӑрӑм шупӑрне тӑхӑнать, тутӑрне ҫыхать.) Аслӑ шывсем типе-типе ларчӗҫ, пӗчӗк шывсем сарӑлса юха пуҫларӗҫ. Пӗтӗм тӗнчене шыва ярас йӗпе вӑхӑтсем вутлӑ-ҫулӑмлӑ типӗ выҫлӑх ҫулӗсемпе ылмашӑнчӗҫ. Мӗнле кӑна самана килсе ҫапмарӗ пуль, мӗнле кӑна юпа, мӗнле кӑна хӗрес килсе лармарӗ пуль ҫак ҫӗр ҫине! Мӗнле кӑна юпа, мӗнле кӑна хӗрес ҫӗрсе ишӗлмерӗ пуль ҫак ҫӗр ҫинче! Анчах та ҫӗр хӑй вырӑнӗнчен хускалмарӗ, хӑй сассинчен ютшӑнмарӗ, хӑй халӑхне пӑрахмарӗ. (Пауза хыҫҫӑн.) Пӗчӗкҫӗ хура чӗкеҫсем те, тем пек инҫете вӗҫе-вӗҫе кайсан та, кашни ҫулах, ҫу кунӗ ҫитнӗ-ҫитмен, тӑван ҫӗре килме пӑрахмарӗҫ. (Чӳрече патне пырса, чӳречене яри уҫса ярса. Куракансене.) Чӗвӗл чӗлхеллӗ тӑванӑмсем!.. Чӗкеҫӗмсем!.. Эреветлӗ-теветлӗ – пӑчӑн-тӑрр!..
2002, Мускав, авторӗ Борис Чиндыков>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-12 19:54:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5104 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем